
Чӑваш Енри пултаруллӑ ҫынсенчен пӗрне «РФ тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ» ята панӑ. Сӑмахӑмӑр Надежда Соловьёва пирки пырать. Унпа «Рувики» интернет-энциклопедин чӑвашла пайӗнче те паллаштарнӑ.
Надежда Соловьёва 1956 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Мари АССРӗнчи Туҫи Мари районӗнчи Коротни ялӗнче ҫуралнӑ. 1973 ҫулта Н. К. Крупская ячӗллӗ Мари патшалӑх педагогика институтӗнче аслӑ пӗлӳ илнӗ. Шупашкарти музыка училищине вӗренсе пӗтернӗ хыҫҫӑн 1977 ҫултан пуҫласа Ҫӗнӗ Шупашкарти музыка шкулӗнче вӑй хурать. 2002 ҫултанпа Ходяшевсен ячӗллӗ Шупашкарти ачасен 4-мӗш музыка шкулӗнче те тӑрӑшать.
2014 ҫулта I Пӗтӗм Раҫҫейри педагогсен профессионаллӑ ӑсталӑхӗн «Ят-сум» конкурсӗнче тӗрлӗ номинацире I степеньлӗ лауреат тата II степеньлӗ лауреат ятне тивӗҫнӗ. 2016 ҫулта III Пӗтӗм Раҫҫейри педагогсен профессионаллӑ ӑсталӑхӗн «Ят-сум» конкурсӗнче I степеньлӗ лауреат пулса тӑнӑ («Вӗренӳпе меслетлӗх ӗҫӗ» номинацире).
2018 ҫулта Раҫҫей Федерацийӗн Культура министерстви ирттерекен «Ача-пӑча ӳнер шкулӗн чи лайӑх вӗрентекенӗ» Пӗтӗм Раҫҫейри конкурсра лауреат ятне тивӗҫнӗ, унӑн вӗренекенӗ Степан Николаев ҫак конкурсӑн дипломне ҫӗнсе илнӗ.

Чӑваш Енри пултаруллӑ ҫынсенчен пӗрне «РФ тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ» ята панӑ. Сӑмахӑмӑр Надежда Соловьёва пирки пырать. Унпа «Рувики» интернет-энциклопедин чӑвашла пайӗнче те паллаштарнӑ.
Надежда Соловьёва 1956 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Мари АССРӗнчи Туҫи Мари районӗнчи Коротни ялӗнче ҫуралнӑ. 1973 ҫулта Н. К. Крупская ячӗллӗ Мари патшалӑх педагогика институтӗнче аслӑ пӗлӳ илнӗ. Шупашкарти музыка училищине вӗренсе пӗтернӗ хыҫҫӑн 1977 ҫултан пуҫласа Ҫӗнӗ Шупашкарти музыка шкулӗнче вӑй хурать. 2002 ҫултанпа Ходяшевсен ячӗллӗ Шупашкарти ачасен 4-мӗш музыка шкулӗнче те тӑрӑшать.
2014 ҫулта I Пӗтӗм Раҫҫейри педагогсен профессионаллӑ ӑсталӑхӗн «Ят-сум» конкурсӗнче тӗрлӗ номинацире I степеньлӗ лауреат тата II степеньлӗ лауреат ятне тивӗҫнӗ. 2016 ҫулта III Пӗтӗм Раҫҫейри педагогсен профессионаллӑ ӑсталӑхӗн «Ят-сум» конкурсӗнче I степеньлӗ лауреат пулса тӑнӑ («Вӗренӳпе меслетлӗх ӗҫӗ» номинацире).
2018 ҫулта Раҫҫей Федерацийӗн Культура министерстви ирттерекен «Ача-пӑча ӳнер шкулӗн чи лайӑх вӗрентекенӗ» Пӗтӗм Раҫҫейри конкурсра лауреат ятне тивӗҫнӗ, унӑн вӗренекенӗ Степан Николаев ҫак конкурсӑн дипломне ҫӗнсе илнӗ.

Озон маркетплейсра «Раҫҫейре туса кӑларнӑ» уйрӑм пай пур. Хальхи вӑхӑтра унта – 2,3 миллион тавар.
Интернет-лавкка таварсене регионсемпе те пайланӑ. Вӗсен йышӗнче «Чӑваш Енре туса кӑларнӑ» пай та пур. Ӑна «Чувашия БлагоДарит» республика бренчӗн стилӗпе хатӗрленӗ. Унта 30 ытла брендӑн 5,7 пин ытла таварне тупма пулать: болтран пуҫласа тинӗс хӗрринчи беседка таранах.

Пирӗн ҫӗршывра пурӑнакансем нейросетьпе йышлӑн усӑ кураҫҫӗ.
Чи анлӑ функци — сӑнӳкерчӗксене хатӗрлесси. Нейросете кӑмӑллакансенчен ку меслетпе 47,3 проценчӗ усӑ курать. Ӳкерчӗксем илемлӗ контент хатӗрлеме кирлӗ, вӑл вара аудиторие илӗртме пулӑшать.
Иккӗмӗш вырӑнта — текстсем ҫырни (27,6%). Нейросетьсем статьясем, сценарисем, саламсем ҫыраҫҫӗ.
Нейросетьпе усӑ куракансенчен 25,8 проценчӗ сӑнӳкерчӗксене редакцилеме кӑмӑллать.

Google компани Раҫҫей ҫыннисене Раҫҫей номерӗсемпе Google-аккаунт йӗркелеме чарнӑ. Ҫакна «Эксплойт» Телеграм-канал асӑрханӑ.
Асӑннӑ канал авторӗсем пилӗк номерпе те аккаунт йӗркелеме хӑтланса пӑхнӑ. Кашнинчех «Этот номер нельзя использовать для подтверждения» (чӑв. Ҫирӗплетме ку номерпе усӑ курма май ҫук), — тесе асӑрхаттаракан ҫыру килнӗ. Ҫакӑ , тен, техника пӑтӑрмахӗпе ҫыхӑнма пултарнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Тӗнче тетелӗнче ҫавӑн пирки пӗлтерекенсем нумай-мӗн
Кӑҫалхи ҫӗртме уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче АПШра Раҫҫейре программӑсемпе тата IT-пулӑшупа усӑ курма чарма йышӑннӑ. Чару уйрӑм ҫынсене те пырса тивет.Чару авӑн уйӑхӗн 12-мӗшенче вӑя кӗмелле. Google BigQuery сервиса авӑн уйӑхӗн 9-мӗшӗнчен чарса лартассине пӗлтернӗ, Miro платформа та авӑн уйӑхӗн 12-мӗшенчен ӗҫлеме пӑрахӗ.

Google.Translate ҫак кунсенче чӑвашла куҫарма вӗренсе ҫитнӗ. Чӑваш чӗлхи варианчӗ пурин те хальлӗхе курӑнмасть пулин те чӑвашларан вырӑсла ним мар куҫарма пулать — чӑвашла текст кӗртсен хӑйех ӑнланса илет (куҫармалли текст валли «определить язык» лартмалла). Вырӑсларан чӑвашла куҫарас тесен вара, енчен те интерфейсра чӑваш чӗлхи варианчӗ ҫук пулсан — йывӑртарах. Апла пулин те ҫывӑх вӑхӑтра пурин те ҫак куҫармалли мел ӗҫлесе каймалла (Google серверӗсен ҫӗнелмелле теҫҫӗ).
Хӑвӑрт кӑна хакланӑ хыҫҫӑн ҫакна калама пулать: чӑвашларан вырӑсла пит аван куҫарать, чылай чухне «Атӑл.Талмачпа» «Яндекс.Тӑлмачран» ирттерет. Вырӑсларан чӑвашла куҫарнӑ чухне вара пур куҫаруҫӑсен те шайӗ пӗрешкелтерех.
Google.Translate-ра чӑваш чӗлхи хушӑннин чи паха енӗ — малашне Ютубри видеосене чӑвашла субтитрсемпе пӑхма май пулӗ. Хальлӗхе ку тутар чӗлхипе кӑна ӗҫлет.
Чӑваш чӗлхисӗр пуҫне Гугл.Тӑлмачне ҫавӑн пекех абхаз, авар, пушкӑрт, бурят, чечен, крым тутар, коми, улӑх мари, осетин, тыва, удмурт тата якут чӗлхисене хушнӑ. Ҫак йышри хӑш-пӗр чӗлхесем валли хӑй тӗллӗн куҫаруҫӑ ытти платформӑсенче ҫук та.

Йошкар-Олара ыран «Электронная письменность в России: опыт, задачи, векторы развития» (чӑв. Раҫҫейри электронлӑ ҫырулӑх: опыт, тӗллевсем, аталану ҫул-йӗрӗ) ӑслӑлӑхпа ӗҫлӗх конференцийӗ иртӗ. Вӑл икӗ куна тӑсӑлӗ. Чӑваш Республикинчен унта «Чӑваш чӗлхи лабораторийӗн» ӗҫне хутшӑнакан Николай Плотниковпа Александр Антонов хутшӑнӗҫ. Вӗсем чӑваш чӗлхине компьютер тытӑмне мӗнле кӗртни пирки каласа парӗҫ.
Конференцире ытларах енӗпе наци корпусӗсене аталантарассине, куҫаруҫӑсене хатӗрлессине, тӗрлӗ хатӗр-хӗтӗре тӑван чӗлхесене кӗртессине (тӗслӗхрен, «Яндекс.Алиса» евӗр ӑслӑ колонкӑна пушкӑртла е ҫармӑсла калаҫма вӗрентессине) сӳтсе явӗҫ, пӗр-пӗрин опычӗпе паллашӗҫ.
Конференцие онлайн мелпе те итлеме май пулӗ:
• пленарлӑ лару (нарӑс 21, 10:00);
• 1-мӗш секци (нарӑс, 21, 13:30–17:00) /пирӗн докладсем кунта пулӗҫ/
• 2-мӗш секци (нарӑс, 21, 13:00)
• «Интернет-энциклопедия РУВИКИ на языках народов России» ҫавра сӗтел.

Чӑваш халӑх поэтне Светлана Асамата пирӗнтен чылайӑшӗ тӗрлӗ енӗпе пӗлет. Вӑл сӑвӑсем те ҫырать, хитре юрлать, Чӑваш наци радиовӗнче «Сас» кӑларӑма ертсе пырать.
Телеграмри «Пуринчен малтан, Ҫывӑрса юлмасан» каналта унпа блиц-интервью пичетленӗ.
«Чӑваш халӑх поэчӗ» ята тивӗҫнӗренпе сирӗн пурнӑҫра мӗн улшӑнчӗ?» ыйтӑва поэт нимӗн те улшӑнман тесе хуравланӑ. Ҫапах та вӑл хисеплӗ ята тивӗҫни пур енӗпе те тимлӗрех пулма хистени, ҫынсемпе хутшӑнас, тыткаларӑш енӗпе те тесе палӑртса хӑварнӑ. «Мӗншӗн тесен ку ҫав тери вышкайсӑр чаплӑ ят», – тенӗ вӑл.

«Автостат» агентство эксперчӗсем Раҫҫей ҫыннисем автомобиль историне епле сервиспа тӗрӗслеме кӑмӑлланине палӑртнӑ.
Патшалӑх мар сервиссенчен «Автотека» сервис (ку вӑл – «Авито Авто» проекчӗ) пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ.
«Автотека» сервиса респондентсенчен 79 проценчӗ пӗлет иккен. Иккӗмӗш вырӑнта – патшалӑхӑн ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн автоинспекцийӗн сайчӗ (59%), унтан — «Про Авто» (40%), Федерацин суд приставӗсен служби (22%), «Номерограм» (19%) тата «Автокод» (10%).

Ҫӗнӗ ҫул каҫхине пирӗн ҫӗршывра кашни абонент вӑтамран миҫе хутчен шӑнкӑравлассине палӑртнӑ.
Кашни ҫын вӑтамран пӗр хутчен шӑнкӑравлӗ, 7 СМС-ҫыру ӑсатӗ, 1 Гб ытларах интернет пӗтерӗ. Кун пек прогноза «Тинькофф» искусство интеллекчӗн технологийӗсен центрӗ шухӑшласа кӑларнӑ ETNA аналитика сервисӗ пӗлтернӗ.
Мобильлӗ интернет-трафика ытларах тӑкаклакан вӑхӑт раштав уйӑхӗн 31-мӗшӗнче 19 тата 21 сехетсене тивӗ тата ҫурҫӗр ҫитеспе нумайланӗ. Шӑнкӑравлакансем раштав уйӑхӗн 31-мӗшӗнчи 22 сехетрен пуҫласа кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗччен йышланӗҫ. СМС-ҫырусене паян 13 сехет тӗлӗнче нумай ӑсатӗҫ тата кӑрлачӑн 1-мӗшӗнче ҫурҫӗртен пуҫласа ирхи 3 сехетчен.
